Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Икӗ куяна хӑвалакан пӗрне те тытайман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Сӑнарлӑ сӑмах пултаруҫи

Иртнӗ ӗмӗрӗн иккӗмӗш ҫурри литература пӗлӗвӗшӗн нумай ҫӗнӗлӗх тупса пачӗ. Литературӑсене витӗм кӳрекеннисем (вырӑс, акӑлчан т.ыт.те) тата ҫав витӗме туйса аталанаканнисем (сахал йышлӑ халӑхсен сӑмахлӑ культурисем: чӑваш, ҫармӑс т.ыт.те) ҫине пайлас йӑла пӑрахӑҫа тухрӗ. Кашни наци хӑйле культура хывать, ытти нацисеннипе пӑтранман опыт пуҫтаратъ, хӑйне евӗрлӗ стиль пулӑвӗ туптать. Пӗрлех пур халӑхшӑн та кӑтартуллӑ традицисем те пур: вӗсене халӑх пысӑк е пӗчӗк йышлӑ пулнипе виҫме ҫук. Жанр хывӑмне унчченхинчен расна хакламалли те куҫ кӗрет палӑрчӗ. Ҫакнах Л.Агаковӑн «Пӗрре ҫуркунне...», «Юманлӑхра ҫапла пулнӑ» повеҫӗсем, ытти хайлавсем пирки те калама юрать.
Л.Агаков, тӗпрен илсен, приключени анинче тар тӑкнӑ. Вӑл ӳкернӗ пурнӑҫ хире-хирӗҫле икӗ ен питпе пит ҫапӑннинче ӳтленет. Пӗр енчен тӗрлӗ йӑх-ях, пӑтӑрмахҫӑсем, тепӗр енче — таса та ҫутӑ чун-чӗреллӗ геройсем. «Пӗрре ҫуркунне...» повеҫре акӑ Лява Уртемӗ, Махорка пек авантюристсем ял пурнӑҫне пӑлхатса пурӑнаҫҫӗ, вӗсемпе Тараспа ун тусӗсем кӗрешеҫҫӗ. Тискер, хаяр ултавҫӑсен хӑтланкаларӑшӗсене пула сюжет таппи ҫивӗчленет, калу хӑвӑрт аталанса пырать. «Юманлӑхра ҫапла пулнӑ» повесть те ҫаплах ҫырӑннӑ. Артист, Матрос, Шатри, Чалӑшши сӑнарӗсем вӑрӑ-хурах ӗҫӗ-хӗлӗ урлӑ ӳкерӗннӗ, суя романтика хавхипе шӑварӑннӑ. Вӗсемпе антитезӑллӑ Илюк Ивуков биографийӗ вара чун пурнӑҫӗпе, ҫамрӑк ҫын турӗ ҫул тупнипе паллӑ. Антитеза кунпа кӑна вӗҫленмест: Тараспа ҫыхӑннӑ сюжет аталанӑвӗ лирикӑллӑ, романтикӑллӑ чӗм хывать. Илюк йӗрӗ герой психологине тӗтӗлет. Махорка, Шатри пек персонажсем амалантарнӑ сюжет юхӑмӗ сатирӑллӑ, гротекслӑ, шултралатнӑ сӑрсем ыйтать.
Юлашки вунӑ ҫуллӑхсенче литература тӗпчевҫисем (ҫыравҫӑсем) пысӑк калӑплӑ хайлавсем патне кӗҫӗн жанр пулӑхӗнчен пырса ҫитнине картрӗҫ. Ку ҫаплах. Л.Агаков та чылай чух пӗр жанрлӑ хайлава тепӗр жанр ӑшӗ-чиклӗ туса хурать: очерксем калава е новеллӑна куҫаҫҫӗ унӑн. Документласа ҫырнисем повесть никӗсне выртаҫҫӗ. Хайлавсен стильпе композици тытӑмӗ событиллӗ троп (вырӑсла, событийный троп) поэтикине тӗпе хурать. Ку вал — приключениллӗ жанр тӗп палли. Ҫапах та, кунта Агаков эстетикин тепӗр енӗ те курӑнса каять. Вӑрҫӑ кӗтмен ҫӗртен пуҫланса хӑй тискерлӗхӗпе этеме тӑнран янӑ темелле. Агаков та ҫаплах: вӗҫрен вӗҫех хӑй дневникӗсенче хӑрушӑ сценӑсем курнине асӑнать: нимӗҫсем пӗр ял ҫыннисене йӑлт персе пӑрахни тӗлӗнтерет ӑна, пӗчӗк ачасене тискеррӗн вӗлерни ӑна тӑшмана курайми туса вӗрилентерсе ярать. Кунсӑр пуҫне кам та пулин каласа панине асра упрать ҫыравҫӑ, вӗсене илемлӗ хайлава кӗртет. Апла тӑк документлӑ, чӑнлавлӑ никӗс ун пултарулӑх шыравӗсене шӑнӑрласа пыратъ.
Кашни хайлав ҫыравҫӑ биографийӗпе тачӑ ҫыхӑннӑ, ҫав биографилӗх калавсене очеркларах сӗм, романтикӑллӑ ҫӗкленӳ хавхи, лирикӑллӑ туйӑм-сисӗм парать. XX ӗмӗр историйӗ (нимрен ытла 20-30, 40-70 ҫулсенчи трагеди таппине ҫырать писатель) трагедие сулӑннине Агаков хӑй чунӗ витӗр кӑларса ӑсласа илет, ҫавӑнпа пӗрмаях хӑй курни-илтни ҫине пусӑм тӑвать. Ҫавӑнпа ун хайлавӗсенче истори пӑрнӑҫне (20 ҫҫ. выҫлӑх, иртнӗ вӑрҫӑ терчӗ-шарӗ) хӑй чунӗн ыратӑвӗ витӗр сӑнласси тӗпе ларать те.
Событиллӗ троп мехелӗ хайлав ячӗсенченех аван сисӗнет, вӗсем «пӗррехинче», «пӗр ҫӗрте», «ҫапла пулнӑ», «вӑрҫӑ ҫулӗсенче» ӑнлавсемпе таччӑн пӗтӗҫнӗ: «Пӗр хулара», «Пӗрре ҫуркунне...», «Юманлӑхра ҫапла пулнӑ», «Вӑрҫӑ кӗрленӗ чух» ятсем те ҫав тӗлӗшлӗ. Сюжетпа калу пӗр-пӗр эпизода тӗпе хунӑран, хайлавсем, вулакана темле анлӑ ӗҫ-пуҫпа паллаштарсан та, калӑпӑшӗпе пысӑк мар, вӗсем ытларах чух калав-новелла, очерк, повесть картне лараҫҫӗ. Романсем те ҫапларах сӑпатлӑ, вӗсем сыпӑкӑн-сыпӑкӑн ҫырӑнаҫҫӗ. «Шанчӑк» роман ак Римма Сурская асаилӗвӗсем ҫур роман лаптӑкӑшне йышӑннӑ евӗр хайланатъ. Ҫавна пулах кӗҫӗн жанрсене хушӑран автор ярӑма пухса пӗрлештерет: «Шухӑшласа та кӑлараймӑн. Хаяр калавсем», «Ҫӑпала Иванӗ каласа панисем», «Вӑрҫӑра ҫырса пынисем», «Паттӑрсем пирӗнпе юнашар», «Нихҫан та манас ҫук» т.ыт.те.
Час-час ун геройӗсем — ачасем: «Ылтӑн вӑчӑра» — Ванюшкапа Санька, «Пӗр хулара» повеҫре Репкинсемпе (Юрӑпа Коля) Авдеевсем (Сережӑпа Вася) сӑнарланнӑ, «Юманлӑхра ҫапла пулнӑ» повеҫӗн тӗп геройӗ Илюк Ивуков т.ыт.те. Чӑн та, Агаков калӑпланӑ сӑнарсем (ачасем) хӑш чух ытларах та хастар-и, тен, вӗсене автор ҫине тӑрсах идеализацилет, ҫутӑ сӑрсемпе кӑна ӳкерет. Куна сайра хутра ӗненме те йывӑртарах пек те, приключени жанрӗ, сюжет интриги ҫапла тума хушать пуль прозаика. Ӗнентерӳлӗх шӑнӑрӗ те тупӑнать темелле: калав-новелла никӗсӗнче час-часах пӗр-пӗр ӗҫ-пуҫ пирки каласа паракан ҫын сӑнарӗпе, ун монологӗпе паллашатпӑр. Ку монолог — психологиллӗ, эмоциллӗ, чун уҫҫиллӗ. Жанрсен тытӑмӗ те пуян, тӗрлӗ енлӗ писателӗн, вӑл роман, легенда, очерк, калав, повеҫсем, сатирӑллӑ калавсем, тӗрленчӗксем, драмӑсем («Хӑват»), калав ярӑмӗсем ҫырнӑ.
Л. Агаков нумай-нумай кӗнеке авторӗ. Вӑл сӑнласа панӑ геройсем — хастар та хӑюллӑ, тавҫӑруллӑ арҫын ачасем, легенда картне ларма тивӗҫ маттур хӗрсем, вӑрҫӑ тертне туснӗ салтаксем е пачах та тепӗр ен: тӗрлӗ ханттар йӑх-ях, вӑрӑ-хурах. Ҫак икӗ ушкӑнӑн хутшӑнӑвӗсем романтикӑллӑ кӑна мар, аналитикӑллӑ та, социологи сӗмлӗ те. Ку уйрӑмах «Пӗрре ҫуркунне...» повеҫре аван курӑнатъ. Унти геройсем ҫӗнӗ пурнӑҫ никӗсне хываҫҫӗ, социаллӑ хастарлӑхпа кӗрешеҫҫӗ. «Хӑват» пьеса та ҫав евӗр — унта эпир индустри хывас ана ҫинче ӗҫлекен паттӑрсемпе паллашатпӑр. Ку, пӗр шутласан, автора производствӑллӑ проза еннелле те сулӑнтарать, паллах. Апла пулин те Агаков хайлавӗсенчи конфликт, сӑнарсем эмпирикӑллӑ чӑнлӑхран илнӗскерсем мар. Вӗсем сӑнарланӑ лару-тӑруран шӑтса тухаҫҫӗ. Чӑн та, хушшӑн-хушшӑн, уйрӑмах очерксем калав пулса тӑнӑ чух, Агаков документлӑ чӑнлӑха тӑрласа ҫитерес (домысел) ҫул ҫине тӑркалать. Ҫапах ҫивӗч конфликтлӑх, тарӑн контраст мелӗ-мехелӗ писательсемшӗн самаях пысӑк пулӑм. Вӑл, ҫитменнине, писатель биографийӗнчи пултарулӑх ҫулне хывмалли лару-тарусенче, эпизод-событире тӗрек тупать. Апла пулсан Агаков сӑнланӑ лару-тӑру, геройсен йыш тытӑмӗ писатель биографийӗпе пӗрлӗхлӗ.

Георгий Федоров, филологи докторӗ


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2010-06-07 19:57:04 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 12066 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем